Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Eläköön tshuvassien ja suomalaisten ystävyys! (ФҪПЭФ)

Ӑнсӑрт паллашу

Ӑнсӑртран Финляндире «Атӑл тӑрӑхӗнчи чӗлхе хутшӑнӑвӗсем» симпозиум пулассине пӗлтӗм.
Ӑнсӑртран тӗнчене чӑвашла калаҫакан ирҫесем ҫинчен пӗлтерес шухӑш ҫуралчӗ.
Ӑнсӑртран эпӗ йӗркелӳҫӗсем патне янӑ ҫырӑва Йорма Луутонен вуланӑ.
Малалли калавра «ӑнсӑрт» сӑмах валли вырӑн ҫук вара. Ҫыру ҫине ҫыру. Йорма акӑлчанла ҫырать, нимӗҫле. Нихӑш чӗлхине те ҫителӗклӗ пӗлместӗп. Йорма вырӑсла ҫырма пуҫларӗ. Ҫапла тинех пӗр чӗлхе тупрӑмӑр.

Хӗрӳллӗ финн

Чӑвшсен тӗп библиотекинче ал ҫыру халлӗн упранакан «Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем» кӗнекере унпа паллаштаракан сыпӑк пур:
«Луутонен Йорма Калерво, философи докторӗ (22.05.1956). Финляндире Хаукипудас хулинче ҫуралса ӳснӗ. Вӗренӗвӗпе ӗҫӗ-хӗлне Турку университечӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 1984 ҫ. «Финн-угор чӗлхисем» специальноҫпа философи магистрӗ ятне илнӗ, 1994 ҫ. философи лицензиачӗ пулса тӑнӑ, 1997 ҫ. доктор ятне тивӗҫнӗ.
Ӗҫлев тапхӑрӗсем: 1983 – 1988 ҫҫ. финн-угор чӗлхе пӗлӗвӗн кафедрин ассистенчӗ, 1989 ҫултанпа Атӑлҫи чӗлхисен тӗпчев пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫлевҫи, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ кафедра доценчӗ.
Ӑслӑлӑх кӑсӑкланӑвӗ Атӑлҫи халӑхӗсен чӗлхе хутшӑнӑвне тӗпчессипе, литература чӗлхин аталанӑвӗпе тӗрлӗ чӗлхери нумайлӑх хисепӗн йӗркеленӗвне ҫырса парассипе ҫыхӑннӑ. Атӑл тӑрӑхӗнче усӑ куракан чӗлхесен компьютер корпусне никӗслекенӗсенчен пӗри. Чӑваш чӗлхине финн-угор чӗлхисемпе ҫыхӑнтарса тӗпчет».
Кунсӑр пуҫне Йорма – туслӑ кил-йыш пуҫӗ. Арӑмӗпе вӗсем ывӑлпа хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра ҫемье тӗнче курса ҫӳреме кӑмӑллать. Нумаях пулмасть Луутоненсем Латвине ҫитсе килнӗ, тӑван ҫершывӗн ҫурҫӗр тӑрӑхӗнче тата Норвегире пулнӑ. «Пирӗн патра йӑли ҫапла – халӑх пӗр ҫӗрте тӑтӑш пурӑнма пултараймасть, час-часах вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳрет. Туркура, чӑн та, вӑрах пурӑнатпӑр. Анчах та ку «ҫылӑха» эпир ҫине-ҫине ҫул ҫӳревре пулнипе каҫарттаратпӑр»,- ӑнлантарать Йорма.

«Килсем, килсем, хавхалану саманчӗ!»

Йорма хӗллехи вӑрӑм каҫсерен пьеса ҫырать.
Эпӗ: «Ярса парӑр. Чӑвашла куҫарӑпӑр. Тен, пирӗн артистсем выляма килӗшӗҫ».
Вӑл: «Ку таранччен ҫырни – пӗтӗмпех ятарласа финсене валли ҫырни. Кӑштах тӑхтама ыйтатӑп».
Юлташӑма эпӗ питӗ лайӑх ӑнланатӑп: финн тӗнче курӑмӗ пирӗнни пек мар. Таса финн ӑс-хакӑлне чӑваш йышӑнмасан та пултарать.
Кун хыҫҫӑн кун иртет. Ҫӑва хирӗҫ Финляндирен чӑваш кураканӗ валли ҫырнӑ хайлав кӗтме тытӑнатӑп. Ҫӗнӗ сезонччен тӗрӗс-тӗкел куҫарса пӗтересчӗ.
Кӗтнӗ май пуҫра хӑюллӑ ӳкерчӗк ҫуралать: хӗллехи вӑрӑм каҫсерен театрта Йорма Луутонен пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль пырать. Кашни хутӗнчех аншлаг. «Николаев урамӗ» чарӑнуран пуҫласа «Сирӗн ытлашши билет ҫук-и?» тесе ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Браво-ҫке! Маттур!..

«Тӗлӗнмелле!»

Финляндине кӗнеке бандеролӗ янӑ чухне Йормӑшӑн шӑп та шай ҫак кӑларӑм чи тӗлӗнмелли пулассине шутламан та. Карл Микаэль Бельманӑн Ю. Айташпа Г. Айхи хатӗрленӗ «Сывлӑха, тӑвансемӗр» юрӑ-халал пуххи. «Ку кӗнеке – кӗтменлӗх, тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ кӗтменлӗх! Ман шутпа, тӗнче литературине кашни халӑхӑнах тӑван чӗлхи пулӑшнипе ӑша хывмалла,- ҫырнӑччӗ тав ҫырӑвӗнче Йорма.- Пӑхатӑп та, чӑвашсем пуян культура пурнӑҫӗпе пурӑнаҫҫӗ пек курӑнать».

Тӑххӑрмӗш чӗлхе

Иртнӗ пурнӑҫра эпӗ финн пулнӑ пулсан та (ҫапла туйӑнать) мана, паянхи чӑваша, «тӑван» чӗлхене «аса илме» пач та ҫӑмӑл мар. Эрнесерен пӗрер сӑмах вӗренкелейретӗп: киитоксиа – тав, антеэкси – каҫар, кауниисти – сывӑ пул, ракастан синуа – юратап сана, хювяа пяйвяа – ырӑ кун пултӑр…
Иртнӗ пурнӑҫра Йорма чӑваш пулнӑ пулсан та (ҫапла туйӑнать) ӑна, паянхи фина, «тӑван» чӗлхине «аса илме» ҫӑмӑлах мар-тӑр. Кунсерен чӑвашла вӗренет Йорма. Пӗлтӗртен пуҫласа пирӗн хутшӑну хатӗрӗ чӑваш чӗлхи пулса тӑчӗ.

Шупашкар, 2003.01.27.
Хаклӑ Йорма, ырӑ кун пултӑр.
Хӑҫан та пулин тӗл пулас пулсан эпир сирӗнпе чӑвашла кӑна калаҫса ҫӳрӗпӗр. «Мӗнле чӗлхепе ҫапла илемлӗ калаҫаҫҫӗ кусем?»- тӗлӗнӗ халӑх. «Чӑвашла»,- хурвлӑпӑр эпир.
Студентсен каникул пуҫланчӗ, Мускав тӗрӗслевӗ иртсе кайрӗ. Халӗ эпир февраль ҫурриченех ирӗклӗ. Тинех таса ӑслӑлӑх ӗҫӗпе ларма пушӑ вӑхӑт тупӑнӗ. Тумалли нумай: чӑваш чӗлхин интенсивлӑ курсне ҫырса пӗтермелле, тӗрлӗ чӗлхене кӗнӗ чӑваш сӑмахӗн словарьне хатӗрлемелле. Хӑвӑрах куратӑр – тӗллевӗм сӑваплӑ та пысӑк.
Ман сирӗн пата пӗр пысӑк ыйту пур: «Сывӑ пултӑр чӑвашпа финн туслӑхӗ» тени финла мӗнле пулать-ши? Хамран тӗрӗс куҫарасси пулас ҫук.
Хисеп туса Эдуард.

2003.01.31.
Ырӑ кун пултӑр, Эдуард.
Сирӗн ҫырӑвӑршӑн пысӑк тав! «Сывӑ пултӑр чӑвашпа финн туслӑхӗ!» тени финла «Eläköön tshuvassien ja suomalaisten ystävyys!” [Элякёон чувассиен я суомалайстен ӳстявӳӳс] пулать. Ку предложени маншӑн питӗ кӑмӑллӑ! Эсир ӑна ӑҫта усӑ курас тетӗр?
Эпӗ халӗ пӗр статья ҫыратӑп. Унӑн теми – чӑваш тата ҫармӑс литература чӗлхисен аталанӑвӗ. Кунта эпӗ ку икӗ чӗлхене социологи, истори тата политикӑпа ҫыхӑннӑ пулӑм пек пӑхса тишкеретӗп. Эсир ярса панӑ ҫӑлкуҫсем (статьясем, кӗнекесем) ку ӗҫре чи кирлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Статьяна Гамбургра пӗр сборникре кӑларттарас шухӑшӑм пур. Кунсӑр пуҫне ирҫе-мӑкшӑ тӳнтер словарьне икӗ мордва тӗпчевҫипе хатӗрлетӗп. Вӑл 2004 ҫулхи ҫуркунне хатӗр пулмалла.
Кунта халӗ питӗ сивӗ, – 15 градус тата ҫил вӗрет.
Чипер, Эдуард!
Хисеп туса Йорма.

Йормӑн чӑвашла пуплевӗ тӗлӗнмелле хитре. Ҫулталӑк хушшинче хӑй тӗллӗн пирӗнле калаҫмалӑх вӗренме пултарнӑ вӑл. Халӗ Л. Агаков, Е. Лисина, Б. Чиндыков кӗнекисене вулама пуҫланӑ.
Йорма Луутонен, Финляндин ҫӗнӗ чӑвашӗ, «Салтак ачисем», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» кӗнекесене вуласа тухатех. Унтан та ытла, вӑл ҫак хайлавсемпе киленсе паллашӗ.
Ҫапла майпа Йорма пӗлекен финн, швед, нимӗҫ, акӑлчан, вырӑс, эстон, турккӑ тата ҫармӑс чӗлхи ҫумне пирӗн чӗлхемӗр те хушӑнать. «Юрататӑп чӑваш чӗлхине»,- тесе вӗҫленӗчӗ вӑл хӑйӗн пӗр ҫырӑвне.
Юратать. Юратать, чӑнахах та юратать!

Ӑнсӑртран-и ӑнсӑрт паллашу?

Темиҫе ҫул каялла Йорма Шупашкара килсе кайнӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл пирӗн тӗпчевҫӗсене, пирӗннисем ӑна хӑйне лайӑх пӗлеҫҫӗ. Халӗ шутлатӑп та леш ман малтанхи ҫырӑва шӑпах та Йорма хурав пани, ҫавна май пирӗн ҫыхӑну йӗркеленсе кайни пӗрре те ӑнсӑртран мар иккен. В.И. Сергеев, А.П. Данилов, В.А. Андреев, А.А. Сосаева, Ю.М. Артемьев, Г.Е. Корнилов, А.А. Трофимов, – Йормӑн 1997-мӗш ҫулхи пӗлӗшӗсем – пире 2000-мӗшенче интернет урлӑ паллаштарни пирки эпӗ халӗ пӗрре те иккӗленместӗп.
Йормӑна пулах хамӑн диссертаци ӗҫне кӗнекелесе кӑларас умӗн ырӑ тӳрлетӳ кӗртме тивет. Ют ҫӗршыв тӗпчевҫишӗн чӑваш литература чӗлхин кун-ҫулӗ интереслех мар тесе ҫырнӑччӗ унта. Ун чухне темӗнле Й. Луутонен финн шӑпах та ҫак ыйтупа кӑсӑкланнине пӗлмен та-ха. Халӗ вара пӗлетӗп: Й. Луутонен (А. Мойсио юлташӗпе пӗрле) – Х. Паасонен, Ю. Вихманн, А. Рясянен тата ытти аслӑ финн чӗлхеҫисем пуҫарнӑ чӑваш ӗҫне малалла тӑсакан шанчӑклӑ ҫӗнӗ пусӑм.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-21 11:52:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2285 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем